Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 23 ҫулти Сергеев Владимир Сергеевич нарӑсӑн 4-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Вӑл – чирлӗ, ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ. Каччӑ ҫав кунранпа киле килмен. Амӑшӗ кулянать. Ара, унччен вӑл кун пек нумайлӑха ниҫта та кайман.
Владимирӑн телефонӗ сӳннӗ, ҫавӑнпа геолокаципе ӑна тупма ҫук. Амӑшӗ ывӑлӗ ӑҫта кайма пултарни пирки нумай пуҫ ватнӑ. Вӑл шутланӑ тӑрӑх, Владимир Шупашкара кайма пултарнӑ.
Каччӑ 182 сантиметр ҫӳллӗш, тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑ, ҫӳҫӗ хура, куҫӗ симӗс. Ӑна янахӗ ҫинчи суран йӗрӗпе те паласа илме пулать. Владимир куҫ тӗлне пулсан 8(800) 700-54-52 е 112 номерпе шӑнкӑравлӑр.
Чӑваш Енре таркӑнсемпе контрактниксем йышланнӑ. Ҫакӑн пирки пӗлтернӗ паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ирхи планеркӑра Чӑваш Ен Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Наталья Тимофеева.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, Шупашкар тата Канаш хулисенче, ҫавӑн пекех Красноармейски, Куславкка, Вӑрнар тата Тӑвай районӗсенче кӗрхи призывпа плана тултарайман.
Ҫав вӑхӑтрах Ҫӗнӗ Шупашкар хули, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Комсомольски, Ҫӗмӗрле районӗсенче плана ирттерсе тултарнӑ. Вӗсене пула республикӑри плана тултарма мйа килнӗ.
Чӑваш Енре иртнӗ ҫулхи кӗрхи призыв вӑхӑтӗнче контрактниксен тата ҫар службинчен тарса ҫӳрекенсен (военкоматсенче ӗҫлекенсем килте тупайман ҫамрӑксен) шучӗ йышланнӑ.
Нарӑсӑн 1-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Терешкова урамӗнчи пӗр ҫуртра, виҫҫӗмӗш хутра, ҫулӑм тухнӑ. Инкек вырӑнне патрулировани маршрутӗнчен ШӖМ ӗҫченӗ Артем Петров ҫитнӗ.
Хваттерӗн тимӗр алӑкӗ хупӑ пулнӑ. Кӳршисем унта пурӑнакан арҫынна кӑшкӑрнӑ, алӑкран шакканӑ – лешӗ сасӑ паман. Ҫӑлавҫӑсем хваттере кӗме пусма лартнӑ вӑхӑтра арҫыннӑн амӑшӗ ҫитнӗ, алӑка уҫнӑ. Артем Петров полицейски тӗтӗм-сӗрӗмпе тулнӑ пӳлӗме чупса кӗнӗ те арҫынна урама кӑларнӑ. Лешӗ сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑран хӑй тӗллӗн утайман.
Полицейски васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем 39 ҫулти арҫынна кислород маски тӑхӑнтартнӑ та пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар.
Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен мӑйракасӑр троллейбусӑн ҫӗнӗ расписанине ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер: 100-мӗш троллейбус Шупашкарта – «Университет» микрорайон таран, Ҫӗнӗ Шупашкарта «Сокол» таран ҫӳрӗ.
Тӗп хуларан пӗрремӗш троллейбус 7.45 сехетре тухӗ, теприсем 8.08 тата 8.29 сехетсенче. Кун хыҫҫӑн кӑштах тӑхтав пулӗ. Тепӗр виҫӗ троллейбус 14.20, 14.45, 15.10 сехетсенче ҫула тухӗҫ. Каҫхи маршрутсем 16.55, 17.20 тата 17.35 сехетсенче пулӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкартан троллейбус ирхине 6.43, 6.58 сехетсенче тухӗ. Кайран 9.04, 9.24 тата 9.45 сехетсенче пулӗҫ. Каҫхине 15.34, 15.47, 16.22, 18.15, 18.39 тата 17.04 сехетсенче тапранӗ.
Кӑрлачӑн 24-26-мӗшӗсенче Патшалӑъ автоинспекцийӗ «Ӳсӗр водитель» рейд иртнӗ. Ҫак тапхӑрта Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта ӳсӗр водительсене тытса чарнӑ.
Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче 18 сехет те 55 минутра Гузовски урамӗнче ӳсӗр водителе чарнӑ. «Лада Ларгус» салонӗнче, малти ларкӑч ҫинче, 3-4 ҫулти ача ҫывӑрнӑ, шӑпӑрлансене лартмалла ятарлӑ кресло пулман. Арҫынна малтанах ачан амӑшӗ патне шӑнкӑравлама ыйтнӑ, арҫын ачана киле илсе каймалла-ҫке-ха.
Ҫӗнӗ Шупашкарта та рейд вӑхӑтӗнче ӳсӗр водитель ҫакланнӑ. Вӑл юраман препаратсем ӗҫни паллӑ, вӗсем ӑна витӗм кӳнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкар хушшинче ҫӳрекен 100-мӗш троллейбуса улшӑнусем кӗтеҫҫӗ. Унччен вӑл Шупашкарта Хӗрлӗ тӳреме ҫеҫ ҫитнӗ, малашне ӑна «Университет» микрорайона ҫити ҫӳреттермелле тӑвасшӑн. Ку улшӑну кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулмалла.
Троллейбус Ҫӗнӗ Шупашкарта «Сокол» таран ҫитӗ. Ҫавна май расписание кӑштах улӑштарӗҫ. Хальлӗхе 3 троллейбус кӑна ҫӳрӗ.
Троллейбус маршрутне тӑсма халӑх ыйтнӑ-мӗн. Халӗ тӳре-шара маршрутпа проезднойпа ҫӳрес ыйтӑва та пӑхса тухать.
Аса илтерер: маршрутпа пӗтӗмпе 4 троллейбус ҫӳремелле, анчах пӗри хальлӗхе ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ, вӑл юсавра.
Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче «мӑйракасӑр» троллейбуссем ҫӳреме пуҫлани пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Маршрутпа 4 транспорт ҫӳремелле, анчах паян виҫҫӗшӗ ҫеҫ ҫула тухнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр троллейбус, ҫӗнӗскер, ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ. Аса илтерер: троллейбуссем кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче ҫӳреме тытӑннӑ, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче вара троллейбуссем чӑхӑмлама пуҫланӑ.
Харӑсах виҫӗ троллейбус стройран тухнӑ. Кӗҫнерникун каҫхине Ӗпхӳрен (унта троллейбуссене туса кӑларакан савут вырнаҫнӑ) специалистсем килнӗ. Эрнекунран пуҫласа вырсарникунччен маршрутпа 2 троллейбус ҫӳренӗ. Паян эпир виҫӗ троллейбус кӑларса ятӑмӑр», - ҫапла пӗлтернӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗн директорӗ Александр Каныгин. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра кӑлтӑксене сирсе тӑваттӑшӗ те ҫула тухасса шанаҫҫӗ.
Аса илтерсе хӑварар: кӑҫал Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ май троллейбуссене 100-мӗш маршрут ятне панӑ.
Чӑваш Енӗн Стройминӗ йӑлари хытӑ каяша турттармалли ҫӗнӗ виҫене ҫирӗплетнӗ. Хуласемпе хула йышши поселоксенче пӗр ҫын пуҫне ҫав виҫе 1,97 кубла метрпа танлашӗ, ялсенче — 1,57 кубла метрпа. Маларах вӑл пур ҫулталӑкра 2,02 кубла метрпа танлашнӑ.
Йӑлари хытӑ каяша турттарнӑшӑн кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртен 30-мӗшӗччен Улатӑрта, Канашра, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере, Куславккара, Сӗнтӗрвӑрринче, Ҫӗрпӳре, Етӗрнере, Буинск, Вӑрнарта, Йӗпреҫре, Вӑрмарта, Кӳкеҫре пурӑнакансем кашни ҫын пуҫне уйӑхсерен 63,15 тенкӗ тӳлӗҫ.
Ялсенче пурӑнакансене 47,56 тенкӗшер тӳлеттерӗҫ.
Пӗлтӗр хула ҫыннисем уйӑхсерен кашни ҫын пуҫне 76 тенкӗ те 76 пус тӑкакланнӑ, ял ҫыннисен 61 тенкӗ те 56 пус кӑларса хума тивнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш спорт шкулӗнче директор пуканне ҫӗнӗ ҫын йышӑннӑ. Ҫак ҫын унччен те ҫак должноҫре ӗҫленӗ пулнӑ, кайран Спорт министерствине ӗҫлеме куҫнӑ. Халӗ ав каялла таврӑннӑ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ЧР спорт министрӗ Михаил Богоратов шкул коллективне ҫӗнӗ директорпа паллаштарнӑ. Вӑл – Борис Атаманов, ҫак должноҫре 1994-2014 ҫулсенче ӗҫленӗскер. Кайран, 2016 ҫулччен, вӑл ЧР спорт министрӗн ҫумӗ пулнӑ.
2016 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ҫул-йӗрпе патруль инспекторӗсем тӗрӗслев хыҫҫӑн Борис Атаманов тӗлӗшпе темиҫе административлӑ протокол ҫырнӑ. Ун чухне вӑл медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен. Каярахпа служба тӗрӗслевӗ иртнӗ, тепӗр икӗ кунран ӑна ӗҫрен кӑларнӑ.
Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара троллейбуспа ҫыхӑнтарассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Ун чухне ҫӗнӗ маршрута кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче ӗҫлеттерсе яма палӑртнӑччӗ. Кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче троллейбуса тӗрӗслемелле ҫула кӑларнӑччӗ.
Паян 100-мӗш троллейбус хутлама пуҫланӑ. Ҫӗнӗ маршрутпа хальлӗхе 2 троллейбус ҫеҫ ҫӳрет. Ҫитес эрнере тата тепӗр 2 троллейбус ҫула кӑларма палӑртаҫҫӗ.
Троллейбуссем епле ҫӳренине электрон таблора, buscheb.ru порталта тата «Умный транспорт» (чӑв. Ӑслӑ транспорт) приложенире пӑхма пулать.
«Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутри ҫул укҫин хакӗ 26 тенкӗпе танлашать, аллӑн укҫа тӳлемесен 25 тенке ларать. Хула тӑрӑх ҫеҫ каймалла пулсан 22 тенкӗ илеҫҫӗ, аллӑн укҫа тӳлемесен — 20 тенкӗ. Проездной билетпа татӑлма май ҫук.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |